домой       [Гостевая книга]   [Регистрация]   [Карта моего сайта]  

МБУК "Централизованная библиотечная система"

 Комсомольского района чувашской республики

                                                                        

 

Главная  /  О библиотеке  /  Библиотека в прессе


 

Библиотека в прессе

Куçма Турханăн "Сĕве Атăла юхса кĕрет" романĕ тăрăх

Куçма Турхан çуралнăранпа - 100 çул

Библиотекăна кĕнеке парнеле!

Фестиваль-конкурсра палăрнă

Ачасем терроризма хирĕç

Çемьери килĕшỹ - пурнăçри ăнăçу

Районти библиотекăсем - чи лайăххисем

Библиотекăна - парне

Вулакансемшĕн алăк уçă

Кĕнекепе туслисене чысланă

 Вулакансем - библиокаçра

Кĕнекесем парнеленĕ

Эрнелĕх хаваслă иртрĕ

Куççульсĕр аса илме çук

"Ача-пăча тĕнчи" номинацире палăрнă кĕнеке

Ентешрен - парне

Чи лайăххине вулатпăр

Поэзи каçĕ иртрĕ

Кĕнеке вăл - тус, юлташ, ăс паракан

Кĕнеке парнеле

Эпир - наркотике хирĕç

Чи лайăххине палăртар

Литература çулталăкĕ уçăлчĕ

Ял çынни вулама юратать

К.Иванов çулталăкне халалланă курав

Клуб ĕçе пуçăнчĕ

Çеçпĕл Мишши ячĕпе

Конкурсра çĕнтернĕ

Конкурсра çĕнтернĕ

Сывлăх кунĕ - "Чăваш вăрманĕнче"

Космоса çитнĕ ентеш

Кĕнеке - пирĕн тус

Кĕнеке управçисен уявĕ

Библиотекăра - çĕнĕ кĕнеке

"Библиотекăна кĕнеке парнеле"

Наркомание çул çук!

Православи кĕнекисемпе пуян

БИБЛИОТЕКАРИ – ЗНАТОКИ СВОЕГО ДЕЛА

24.05.2008

"Каçал Ен"

             

Е.Савельева    

 

Очень интересная и разнообразная деятельность методико-библиографического отдела муниципальной межпоселенческой центральной библиотеки Комсомольского района. И чем только не занимается методист. Это повышение квалификации библиотекарей — (проведение семинарских занятий, тренингов, деловых игр, внедрение инновационных методов работы, составление и выпуск методических, библиографических пособий), проведение социологических исследований, разработка сценариев массовых мероприятий, создание презентаций, координация деятельности библиотек Комсомольского района, изучение профессиональных потребностей библиотекарей и много другое. Одной из эффективных форм повышения профессионального мастерства являются — конкурсы.

С октября 2007 года методическим отделом библиотеки был объявлен конкурс профессионального мастерства сельских библиотекарей «Библиотекарь ХХI века». Конкурс включает 4 этапа.

1 этап — составление библиографического пособия. Было подготовлено с помощью компьютера много интересных работ.

Самые лучшие: «Халăх сăмахлăхĕ» — Н.Муратская; «Природа и сны» — Токаевская; «Крестьянское подворье» А.Сюрбеевская библиотека; «Академия семейного счастья» — С.Токаевская; «В здоровом теле — здоровый дух» — Урмаевская библиотека.

2 этап — организация книжной выставки нового образца, посвященный Году семьи в России и Году добрых дел в Чувашской Республике. По фотографиям выставок был оформлен альбом.

3 этап — составление рекламного буклета своей библиотеки. Фантазиям участников не было предела. Буклеты получились разнообразными. По результатам трех этапов в полуфинал вышли 5 библиотекарей: Горбунова В. (С.Токаевская), Павлова Е. (А.Сюрбеевская), Ефремова А. (П.Быбытьская), Андреева О. (Н.Муратская), Албутова И. (М.Кошелеевская).

Все они будут участвовать в заключительном этапе конкурса «Профессионализм. Творчество. Успех». 27 мая — Всероссийский День библиотек определится «Библиотекарь ХХI века».

Благодаря конкурсу библиотекари научились составлять библиографические указатели, рекламные буклеты на компьютерной технике.

С 20 по 27 мая в библиотеке проходит неделя библиотеки, в программе которой электронная презентация «Комсомольская центральная библиотека: прошлое и настоящее», книжная выставка «Вселенная по имени библиотека», выставка творческих работ конкурса библиотекарей района. «Творчество наше не знает границ», выставка издательской продукции методико-библиографического отдела центральной библиотеки «Библиоассорти». Она будет полезна учащимся, учителям и библиотекарям. Были выпущены библиографические указатели «Таланты земли Комсомоль-ской» о писателях и поэтах района, «Улăп Паттăр» (об И.Я.Яковлеве) и другие.

Для библиотекарей 1 раз в 2 месяца выпускается методическое пособие «библиоконсультант». Информация, содержащаяся в пособии частично раскрывает тему предыдущего семинарского занятия.

В библиотечном мире я тружусь более 14 лет, и горжусь своей профессией, считаю ее одной из самых благородных и интереснейших, открывающих большие возможности для творчества и самореализации. Поздравляю всех библиотекарей с профессиональным праздником — Всероссийским Днем библиотек, а значит и Днем библиотекарей, ведь как сказал ученый и библиограф К.Дерунов «Каждая библиотека прежде всего библиотекарем держится и из-за него же и падает».

Желаю всем творческих исканий на ниве библиотечного дела!

 

ПĕЛÿ ТĔНЧИ – БИБЛИОТЕКА

24.05.2008

"Каçал Ен"

             

А.Ефремова    

 

Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Указĕпе килĕшÿллĕн 1995 çулта майăн 27-мĕшĕнче пирĕн çĕршывра Библиотекăсен кунне уявлама тытăннă. Районта та ăна анлăн паллă тăваççĕ. Çак уяв — библиотека ĕçченĕсемшĕн те тĕп самантсенчен пĕри. Районти вулавăшсем мĕнле пурăнаççĕ-ха; Вĕсен ĕçĕпе паллашас тесе районти тĕп библиотека директорĕпе Мария Васильевна Мокеевăпа тĕл пултăм.

— Мария Васильевна, библиотека ĕçĕ тĕрлĕ енлĕ. Мĕнлерех аталанатăр эсир?

— Ĕлĕкех пирĕн тăрăхра вулавăшсем йышлă пулнă. Ун чухнех культура учрежденийĕсем аталаннă. Çынсем те кĕнекесемпе туслă пулнине палăртма кăмăллă. Паянхи кун районта 24 библиотека ĕçлет: вĕсенчен — 20 модельлĕ, 4 библиотека пункчĕсем. Вулавăшсенче хăйсене шанса панă ĕçе 34 ĕçчен тивĕçлĕн пурнăçлать. Модельлĕ библиотекăсенче паянхи куна тивĕçтерекен техника пур. Унта çÿрекенсем компьютерпа анлăн усă кураççĕ, ачасем те мультфильм курса киленеççĕ. Интернетпа усă курма пултарни те чăн-чăн савăнăç. Ялта пурăнакансемшĕн çакă калама çук пысăк пулăшу. Уншăн паллах тав сăмахĕ калаççĕ.

— Кĕнеке фончĕ те пуян пулĕ7

— Çапла, районĕпе пурĕ 259 пин те 212 документ шутланать. Вĕсенчен 256 пин те 283-шĕ — кĕнекесем, 2284 электронлă документ, 645-шĕ — аудиовизуаллă документ. Кашни çулах фонд пуянлансах пырать. Тĕслĕхрен, 2007 çулта 8448 документ килнĕ, вĕсенчен — 7095 кĕнеке. Чăвашла-тутарла изданисемпе те пуян фонд. Уйрăм çынсем кĕнеке парнелени те савăнтарать. Районта пурăнакансем тĕрлĕ акцисене хутшăнаççĕ. Кăçал илемлĕ литература, тĕн кĕнекисене парнелекенсем чылайăн пулчĕç, шкул ачисем те маттур.

— Библиотекарьсен ĕçĕ тĕрлĕ енлĕ. Мероприятисем йĕркелесси те йăлана кĕнĕ-и?

— Библиотекарьсем халăхпа, ачасемпе тĕрлĕ конкурссем ирттереççĕ. Уявсем, акцисем йĕркелеççĕ. Ырă ĕçсен, Çемье çулталăкне халалласа нумай мероприяти ирттертĕмĕр, малашлăха та плансем пысăк. Ача-пăча уйрăмĕнчи ĕçченсем вĕренекенсемпе туслă пурăнаççĕ. Час-часах уçă уроксем те библиотекăрах йĕркелетпĕр. Туслă, тачă çыхăнура пурăннине нимĕн те çитмест. Эпир вара вулакансемпе ĕçлеме, тĕл пулма, канашлама яланах хавас. Кĕнекепе мĕн ачаранах туслашма чĕнсе калас килет.

— Маттур та хастар, хăйĕн ĕçне пĕлсе тăвакан библиотекарьсем те сахал мар пулĕ?

— Районти библиотекăсенче маттур çынсем вăй хунă та, хураççĕ тесе çирĕплетсех калатăп, вĕсенчен нумайăшĕ чылай çул ĕçлесе тивĕçлĕ канăва кайнă. А.А.Грибоедова (Хырай Ĕнел), Г.Ф.Тяканова (Комсомольски), А.Н.Герасимова (Йÿç Шăхаль), В.Е.Викторова (Шурут), А.М.Казакова (Хирти Выçли), О.М.Иванова (Аслă Чурачăк) чăннипех те ĕçре пултарулăхпа палăрнă. Вĕсем пирĕнпе тачă çыхăнура, сĕнÿ-канаш пама та ÿркенмеççĕ. Халĕ ĕçлекен библиотекарьсене те палăртса хăварас килет. Е.А.Николаева (Аслă Чурачăк), В.П.Толокнова (Тукай), В.Г.Портнова (Тăманлă Выçли), Г.В.Любимова (Аслă Çĕрпÿел), Е.П.Волкова (Нĕркеç), О.В.Александрова (Хирти Сĕнтĕр), А.Г.Ефремова (Йăлмахва), В.Г.Боровкова, В.Т.Яковлева, А.А.Волкова (Комсомольски) чылайранпа библиотекăра ĕçлеççĕ. 2007 çулхи пĕтĕмлетÿсемпе Урмаел модельлĕ библиотеки “Чи лайăх библиотека” ята тивĕçрĕ. Д.М.Чумарова ĕçчен çак ята çĕнсе илессишĕн сахал мар тăрăшнă.

Библиотекăна илемлетес, çĕнĕ сăн-сăпат кĕртес, тĕрлĕ выставкăсем йĕркелес ĕçре пирĕн ĕçченсем яланах маттур. Унпа пĕрлех вĕсем компьютерпа ĕçлессине алла илнĕ. Тĕрлĕ презентацисем, буклетсем те хатĕрлеççĕ.

— Нумайăшĕ библиотекăна хаçат-журналпа паллашма çÿрет. Çын ыйтакан кирлĕ периодика изданийĕсене çырăнса илме май пур-и?

— Библиотекăра хаçат-журналсăр май çук. Пултарнă таран ытларах çырăнса илме тăрăшатпăр. Вăтамран районĕпе 200 экземпляр çырăннă. Кашни библиотекăрах — 11—12 экземпляр хаçат-журнал.

— Библиотекăна халăх йышлă çÿрет-и?

— Кĕнеке тусĕсем йышлă пулнине палăртма кăмăллă. Районти тĕп библиотекăна кунне вăтамран 70—100 çын çÿрет, ялсенче сахалрах — 25-30 çын. Ачасем кĕнекесемпе туслă. Хăш-пĕрисем çемйипех библиотекăна çÿреççĕ. Эпир вара вулакансене яланах хавас. Кирлĕ литературăпа тивĕçтерме тăрăшатпăр. Библиотекăна çÿрекенсем компьютерпа ĕçлеме, Интернетпа çыхăнма пултараççĕ. Вулакансен ыйтăвне тивĕçтерме пĕтĕм услови çителĕклĕ.

Кĕнеке тĕнчи — библиотека. Унпа туслашасчĕ. Çулсем, ĕмĕрсем иртĕç, пурнăç, халăх йăли-йĕрки улшăнĕ, анчах кĕнекерен хакли, ăсли пулас çук. Унра — этемлĕх аталанăвĕн историйĕ, кун-çулĕ. Çакна пурте асра тытасса шанатăп. Пурне те Библиотека кунĕ ячĕпе саламлатăп, ăнăçу сунатăп.

             

КĔНЕКЕ ТУСĔСЕНЕ ЯЛАНАХ ХАВАС

28.05.2008

"Каçал Ен"

             

А.МАРИЯН

 

Нĕркеçри модельлĕ библиотекăран çын татăлма пĕлмест. Кунта ватти те, вĕтти те савăнсах çÿрет. Шкул ачисем те туслă библиотекăпа. Акă, тунтикун 1—2-мĕш классенче пĕлÿ пухакансем библиотекăра хăнара пулчĕç. Вĕсем Пĕтĕм Раççейри библиотека кунĕ ячĕпе пысăк концертпа савăнтарчĕç. Çĕнĕ кĕнекесемпе паллашни те ачасен кăмăлне кайрĕ. Кинофильм, мультфильм курса киленчĕç. Е.Волкова библиотекарь ачасене вулав çурчĕпе, выставкăсемпе паллаштарчĕ. Библиотека историйĕпе те кăсăкланчĕç вĕренекенсем. Кашни ачанах асăнмалăх кĕнеке парнелени те вĕсен кăмăлне çĕклерĕ. Л.Кузнецова вĕрентекен те ачасене кĕнекепе туслаштарас тесе нумай тăрăшать.

Кĕнеке фончĕ пуян, хаçат-журналсем те чылай кунта. Хальхи вăхăтра Е.Волкова библиотекарь май пултарнă таран кирлĕ хаçат-журнал çырăнса илме тăрăшать. Ачасем çак изданисемпе туллин паллашрĕç. Кунта вара спонсорсен пулăшăвĕсĕр май та çук. “Госсорткомиссия” ФПУ дирекцийĕ кашни çулах “Мурзилка”, «Тетте» журналсем çырăнса парать. 2008 çулхи иккĕмĕш çур çул валли кăçал та хаçат-журнал çырăнса паракансем чылаййăн. Акă, хамăр ентеш, Канашри “Сортсемовощ” директорĕ Н.В.Иванов, Хирти Сĕнтĕр ял поселенийĕн администрацийĕ, Н.Прохорова, И.Порядкова, Н.Порядкова, А.Волкова, Н.Воронова, Л.Иванова, В.Карпова, В.Ксенофонтова, А.Волков, З.Максимова тĕрлĕ периодика изданийĕсем çырăнса панă. Аслисем те, ачасем те çак кăларăмсене юратса вулаççĕ. Унти материалсемпе паллашаççĕ. “Библиотекăна пулăшнăшăн пурне те чĕререн тав тăватăп. Малашне те туслăн пурăнасса шанатăп”, — тет Елизавета Петровна.

 

АЛЬБИНА - ХХI –МĔШ ĔМĔРĔН БИБЛИОТЕКАРĔ

31.05.2008

"Каçал Ен"

             

А.Ефремова

             

Май уйăхĕн 27-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççейри библиотекăсен кунĕнче районти модельлĕ библиотекăра пысăк уяв пулчĕ. Районти чи пултаруллă та ĕçре хастарлăхпа палăракан библиотекарьсем “ХХI-мĕш ĕмĕрти библиотекарь” конкурсра вăй виçрĕç. Унта ытти ăмăртусенче çĕнтернĕ 5 ĕçчен хутшăнма тивĕç пулчĕ. Конкурсчен маларах вĕсем тĕрлĕ ĕçсем туса ха-тĕрленĕ. Хăйсен профессине чунтан юратнине, пĕлнине тĕслĕхсемпе çирĕплетнĕ. Уява пухăннă ĕçченсене районти тĕп библиотека директорĕ М.В.Мокеева чи малтанах ăшшăн саламларĕ. Библиотекарьсен ĕçĕ пархатарлă пулнине палăртрĕ, малашне татах тăрăшуллăрах ĕçлеме чĕнсе каларĕ. Ялсенче тĕслĕх вулавăшĕсем уçăлни унта пурăнакансемшĕн пысăк пулăшу пулни куç умĕнчех. Библиотекăсенче халĕ пурте пур: ахаль кĕнекесем те, пичет кăларăмĕсем те, аудиовидеокассетăсем те, компакт-дисксем те, электронлă кĕнекесем те, Интернет çăл куçĕсем те, кăтартусен базисем те. Тĕслĕх библиотекăсем ялсемпе районсен социаллă культурине çĕнĕлле аталантарма май пани куç умĕнчех. Çак вулавăшсенче пултаруллă, хăйсен профессине чунтан юратакан ĕçченсем тăрăшни те пĕлтерĕшлĕ. А.Г.Ефремова (Йăлмахва), И.Г.Албутова (Кĕçĕн Каçал), В.А.Горбунова (Хырхĕрри), Е.Ф.Павлова (Элпуç), Л.А.Мукшина (Александровка) конкурса хутшăнчĕç. Çăмăлах пулмарĕ вĕсене. Библиотекарьсен ăсталăхне тĕрлĕ енлĕн тĕрĕслерĕç. Чи малтанах ĕçченсем хăйсемпе паллаштарчĕç. Кунта вара вĕсен фантазийĕ пуян пулчĕ. Хăйĕн çинчен юрласа, тепри сăвăласа каласа пачĕç. Вĕсен ĕç стажĕ те пысăк. Пурте шаннă ĕçре пултаруллă, обществăлла ĕçсене хастар хутшăнаççĕ, вулакансемпе те тарават. Малашнехи плансемпе тĕллевсем çинчен те каласа хăварчĕç. Ĕмĕчĕсем вара чăнах та пысăк та çутă.

Библиотекăна килнĕ çĕнĕ кĕнекене те рекламăласа кăтартрĕç. Вулакансен ыйтăвне тивĕçтерес енĕпе кирлĕ литературăна та вăхăтра тупса пачĕç. Тĕрлĕ ыйтусен тупсăмне те кĕске вăхăтрах тупрĕç. Тестсене хуравлама та, пысăк мероприяти йĕркелеме те пултарчĕç вĕсем. Утарçăна, туриста, водителе, йĕлтĕрçĕне те кăтартса пачĕç. Вĕсем чăнах та пултаруллă. Жюри членĕсем конкурса хутшăнакансем пурте маттур иккенне çирĕплетрĕç.

Конкурс пĕтĕмлетĕвĕпе ” ХХI-мĕш ĕмĕр библиотекарĕ” ята Йăлмахва модельлĕ библиотека ĕçченĕ Альбина Ефремова тивĕçрĕ. Иккĕмĕш вырăнта — Ирина Албутова. Вера Горбунова виççĕмĕш пулчĕ. Пурне те парнесем, грамотă- сем парса чысларĕç. Районта тĕслĕх илмелли библиоте- карьсем пурри савăнтарать. Вĕсен паха опычĕпе пал- лашни çамрăксемшĕн усăллă пулчĕ.

             

 

ÇЕМЬЕ ÇИРĔП ТЕ ТЕЛЕЙЛĔ ПУЛТĂР

17.05.2008

"Каçал Ен"

             

А.Ефремова    

 

Кăçалхи çул — Çемье тата Ырă ĕçсен çулталăкĕ. Çак сăмахсем пĕр-пĕринпе тачă çыхăннă. Çирĕп те ĕçчен çемье — ыттисемшĕн ырă тĕслĕх, çитĕнÿсен çăл куçĕ. Çакăн пек çемьесем районта вара сахал мар. Шăпах майăн 15-мĕшĕнче уяв кунĕнче телейлĕ те çирĕп çемьесене районти тĕп библиотекăра пуçтарчĕç. Чылай çул пĕрле пурăнакансем те, çамрăк çемьесем те пĕрле пуçтарăнса калаçни паха. Тĕслĕхлĕ çемьесемпе паллашма та кăмăллă-çке. Акă, Мария Васильевнăпа Евгений Авдеевич Мокеевсем çемье çавăрнăранпа 30 çул çитнĕ. Туслă çемье хĕрпе ывăл çитĕнтернĕ. Бормотинсем те 40 çул ытла пĕрле пурăнаççĕ. Кашниех çемйипе, кил-çуртри йăла-йĕркепе тĕплĕн паллаштарчĕ.

Çемьесем савăк юрă итлесе киленчĕç. Ташласа та савăнчĕç. Давыдовсен, Калашниковсен, Трофимовсен çемйисем конкурса хутшăнчĕç. Çăмăлах пулмарĕ вĕсене. Культура ĕçченĕсем тĕрлĕ кăткăс конкурссем хатĕрленĕ. Апла пулин те пуçа усса, хăраса тăракан пулмарĕ. Конкурссенче пурте хастарлăхпа палăрчĕç. Мăшăрсем тĕрлĕ лару-тăруран та çаврăнса тухма пултарнине тĕрĕслерĕç. Пĕр алпа тÿме çĕлеме те çăмăлах пулмарĕ. Маттур хĕрарăмсем ку ĕçе наччасрах пурнăçларĕç. Ытти конкурссем те интереслĕ пулчĕç. Трофимовсен çемйи пуринчен те маттуртарах, вĕсем пĕрремĕш вырăна тивĕçрĕç. Калашниковсем — иккĕмĕшсем, Давыдовсем виççĕмĕшсем пулчĕç.

Çемьерен, ăшă та хăтлă килтен пĕлтерĕшлĕреххи мĕн пултăр тата. Унта сана яланах ăнланаççĕ, пулăшаççĕ, хисеплеççĕ. Телейлĕ çемьесем йышлăрах пулсан патшалăх та вăйлăрах, тăван Чăваш Ен, Каçал ен те илемлĕрех пулĕ.

             

             

ÇĔНĔ КĔНЕКЕСЕМ ÇĔНĔЛĔХ КĔРТĔÇ

12.01.2008

"Каçал Ен"

             

А.ВОЛКОВА

             

Нумаях пулмасть районти тĕп библиотекăра черетлĕ информаци кунĕ пулчĕ. Вăл "Вĕрентỹ тата карьера" ятпа иртрĕ. Вулакансене çак кун çĕнĕ кĕнекесемпе паллаштарнă. Хăшĕ-пĕрисене пăхса тухар-ха. "Как добиться успеха: практические советы деловым людям". Ку кĕнекере ĕç тухăçлăхне тата пахалăхне мĕнле ỹстерес, конкуренцире малта пырас ыйтусене тишкернĕ. Производствăна йĕркелес тата ертсе пырас тĕлĕшпе юлашки çулсенче АПШра пысăк изданисенче пичетленнĕ материалсене те вырнаçтарнă. Р.Шук хăйĕн кĕнекине "Как стать профессиональным коммерсантом?" ят панă. Унта хăвăрт сутăнакан тавара мĕнле суйласа илмелли, клиентсем мĕнле япаласене килĕштерни пирки çырса кăтартнă. Вулакан вăл изданире "мĕн" тата "мĕншĕн" текен ыйтусем çине туллин хурав тупма пултарĕ. Акăлчан чĕлхинчен куçарнă "201 способ управлять временем" кĕнеке пурнăçра ăнсăртран сиксе тухнă проблемăсене татса пама пулăшать. Эсир унта хăвăра кирлĕ канашсем, сĕнỹсем нумай тупатăр. Тепĕр интереслĕ кĕнеке вăл - О.Крегер тата Д.Тьюсон хатĕрленĕ "Типы людей и бизнес". Авторсем çынсен 16 тĕрлĕ типне ăнлансан ĕçре ỹсĕмсем тума пултарнине çирĕплетеççĕ. "Основы делопроизводства в современном бизнесе" кĕнекене преподаватель, офис технологийĕн специалисчĕ К.Тетлор çырнă. Фирма йĕркелес тата ытти ыйтусене пăхса тухнă. Компьютер енĕпе те сĕнỹсем пур. А.Вигера "Секретарьское дело". Ку изданире документсемпе ĕçлес ыйтусене çырса кăтартнă. А.Маркуша "Мозаика для делового человека" кĕнекинче ĕç пахалăхне ỹстерес, пурнăçра кирлĕ вырăн тупас ыйтусене пăхса тухать. Д.Карнегие вулакансем аван пĕлмелле. Хальхинче эсир унăн "Как завоевывать друзей и оказывать влияние на людей" кĕнекипе паллашма пултаратăр. Эсир унта пурнăçра хăвăра мĕн кирлине нумай тупăр. Библиотекăна кĕрсех тăрăр, кунта эсир интереслĕ кĕнекесемпе, хаçат-журналпа паллашма пултарăр. Çакă сирĕн тавракурăма чылай ỹстерме пулăшĕ.

 

 

КĔНЕКЕСЕМ ПАРНЕЛЕÇÇĔ, ВУЛАКАНСЕН ЙЫШĔ ỸСЕТ

26.01.2008

"Каçал Ен"

             

А.ВОЛКОВА

             

Районти тĕп библиотекăри кĕнеке фончĕ хальхи вăхăтра 36 пин ытла шутланать. Кашни çул вăл ỹссех пырать, анчах та пур отрасльпе те çыхăннă литература çителĕксĕр пулни сисĕнет. Сăмахран, ăс-тăнпа шухăш-кăмăл темипе çырнă (литература духовного содержания) районти библиотекăсенче çителĕксĕр, уйрăмах юлашки вăхăтра тухакан кĕнекесем сахал. Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров кăçалхи çула "Ырă ĕçсен çулталăкĕ" тесе йышăну кăларнă. Вăл вара чăнах та ырă ĕçсемпе пуçланчĕ. Районти тĕп библиотека раштав уйă-хĕн 10-мĕшĕнчен пуçласа кăрлач уйăхĕн 10-мĕшĕччен "Чуна ăшă сăмахпа ăшăтатпăр" акци ирттерме йышăнчĕ. Çак акцие ăс-тăнпа шухăш-кăмăл темипе çырнă кĕнекесене библиотекăсем валли пуçтарас тĕллевпе йĕркеленĕччĕ. Нумайăшĕ килте хăйсем вуласа тухнă кĕнекисене библиотекăна килсе парса ырă ĕçсен пуçламăшне турĕç. Ку ĕçре Луцки чиркĕвĕн настоятелĕ Виталий атте питĕ нумай пулăшрĕ. Вăл библиотекăна 200 яхăн çĕнĕ кĕнеке парнелерĕ. Çакăншăн ăна питех те пысăк тав сăмахĕ каласшăн. Валентина Васильевна Андреева, Нина Ивановна Степанова, Евгений Авдеевич Мокеев, Лидия Николаевна Карзакова та чылай кĕнеке парнелерĕç. Библиотекăна тĕрлĕ темăпа кĕнеке парса пулăшас енĕпе Комсомольскинче пурăнакан, библиотека ĕçĕн ветеранне, хальхи вăхăтра тивĕçлĕ канури Г.Ф.Тякановăна палăртса хăвармалла. Çавăн пекех ку ĕçре культура пайĕнче ĕçлекен З.С.Мельниковăна палăртас килет. Вăл та библиотекăна 50-а яхăн илемлĕ литература парнелерĕ. А.Г.Зайцева предприниматель те библиотекăна кĕнекесем пачĕ. Малашне те ырă ĕçсем тăвакансем пуласса шанас килет.

           

             

БИБЛИОТЕКА ТУСĔСЕМ

12.04.2008

"Каçал Ен"

             

Г.Зайнуллина

           

Районти ача-пăча библиотекин тĕллевĕ — çамрăк ăрăва кĕнекене юратма, тавралăха курма-тĕпчеме, культурăллă çын пулма вĕрентесси. Март уйăхĕн юлашки кунĕсенче Ача-пăча кĕнекин эрнине ирттересси йăлана кĕнĕ. Унăн программи кăçал та пуян пулчĕ. Мероприятисене вăйă евĕрлĕ ирттерни ачасен пултарулăхне аталантарма, нумайлăха асра хăварма пулăшать. Эрнелĕхĕн пĕрремĕш кунĕнче библиотека тусĕсем экологи темипе çыхăннă «По зеленым парусам и чистым берегам» викторина ыйтăвĕсене хуравларĕç, кайăксем çинчен калакан тупмалли юмахсен тупсăмĕсене шырарĕç. Тепĕр пысăк ĕç «В стране добрых сказок» ятпа пулчĕ. Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн 1-мĕш класс ачисем Корней Чуковскин «Телефонĕ» тăрăх инсценировка лартса пачĕç. Мĕнле ача юмах юратмасть-ши; Çавăнпах пулĕ ĕнтĕ пĕчĕккисем унти тĕп сăнарсене пурте тенĕ пекех лайăх пĕлеççĕ. Ушкăнпа мультфильмсем пăхма та кăмăллă пулчĕ. Виççĕмĕш куна вырăссен паллă сăвăçине, нумаях пулмасть 95 çул тултарнă Сергей Михалкова, халалларăмăр. 1-мĕш вăтам шкулăн акт залĕнче Комсомольски вăтам шкулĕсен пуçламăш класĕсенче вĕренекенсем пуçтарăнчĕç. С.Михалков пултарулăхĕ çинчен Г.Зайнуллина библиотекарь каласа пачĕ. 4-мĕш класс ачисем (1-мĕш вăтам шкул) Михалковăн юптарăвĕсене инсценировка туса сцена çине кăларчĕç. Вĕсене Р.В.Белкова, Е.А.Пушкарева класс ертÿçисем хатĕрленме пулăшнă.

Сывлăх кунне палăртса ача-пăча библиотекинче «Хаваслă стартсем» иртрĕç. Кунта вара кĕнеке тусĕсем спортпа туслă пулни палăрчĕ. Канат туртасси, скакалкăпа сикесси, кире пуканĕ çĕклесси, михĕ тăхăнса чупасси, шашкăлла вылясси вĕсене пĕртте хăратмарĕ. Пур конкурса та ачасем пысăк хастарлăхпа хутшăнчĕç.

Апрелĕн 25-мĕшĕнче чăваш халăхне çутта кăлараканĕ Иван Яковлев çуралнăранпа 160 çул çитет. Паллах, çак сумлă та хисеплĕ çыннăмăр ячĕпе те меро-приятисем ирттертĕмĕр. «Велик на все времена» ятпа литература каçĕ пулчĕ. Е.Прокопьева библиотекарь «И.Я.Яковлев» электронлă презентаципе паллаштарчĕ.

Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн библиотекарĕ Р.Н.Свистунова Аслă вĕрентекенĕмĕр пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен «Звездный час» вăйă ирттерчĕ. Шкул ачисем И.Яковлева аван пĕлеççĕ, ыйтусене тĕрĕс хуравлаççĕ. Кристина Катрамова (5-мĕш класс, 1-мĕш шкул) çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. Вăййа хутшăннисем призсем илсе хавхаланчĕç.

Ача-пăча кĕнекин эрнинче эпир хатĕрленĕ мероприятисене 300 ытла çамрăк вулавçă хутшăнчĕ. Кĕнеке тусĕсем çĕнĕлĕхсемпе паллашрĕç, пушă вăхăта усăллă ирттерчĕç. Кĕнеке вăл пĕлÿ парать, ырă кăмăллă пулма вĕрентет, çавăнпа та унпа туслашмалла.

             

             

Кĕнекесемпе туслашма чĕнетпĕр

22.02.2011 "Каçал Ен" А. Волкова

Районти тĕп библиотекăра тĕрлĕрен мероприяти ирттересси йăлана кĕнĕ. Юлашки вăхăтра шкулта вĕренекенсемпе ятарлă уроксем йĕркелерĕмĕр. Унта ачасене хăйсем тĕллĕн кĕнекесем суйлама, каталогсемпе ĕçлеме, словарьсемпе тата энциклопедисемпе, электронлă изданисемпе, компьютер технологийĕсемпе усă курма вĕрентетпĕр. Акă нумаях пулмасть Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнчи 9-мĕш «а» класра вĕренекен ачасене А.Волкова библиограф реферат, доклад, конспект мĕнле çырмалли çинчен ăнлантарса пачĕ.

Хальхи вăхăтра оборонăллă-массăллă ĕçсен уйăхлăхĕ пырать. Çавна шута илсе районти тĕп библиотекăра «Сывлăха ачаран упра» темăпа мероприяти йĕркелерĕмĕр. В.Боровковăпа Р.Сереброва библиотекарьсем ачасене сывлăхшăн тăрăшмалли, сиенлĕ йăласене пăрахăçламалли çинчен каласа пачĕç, ыйтусем çине хуравларĕç. Çак мероприятире ачасем сывлăха упрас тĕлĕшпе йĕркеленĕ викторина ыйтăвĕсем çине хурав пачĕç, пултаруллисем призсем çĕнсе илчĕç. Викторинăна Л.Морозова интереслĕ ирттерчĕ.

Районти тĕп библиотекăна, унăн фондне пуянлатас тесе тăрăшакан вулакансен шучĕ çулран çул ÿсет. Акă, нумаях пулмасть хаçат редакторĕнче ĕçлекен Л.Г.Шуряшкина библиотекăна 15 кĕнеке парнелерĕ.

Мартăн 3-мĕшĕнче районти тĕп библиотекăра Г.Максимовăн «Çĕрĕллĕ хура кушак» кĕнекин презентацийĕ пулать.


Виртуаллă выставкăпа паллашма май пур

Библиотека – халăхшăн

07.05.2011 "Каçал Ен" Г. Любимова

Аслă Çĕрпÿел ял библиотекине вулакансем пилĕк ялтан çÿреççĕ. Вулавăш çурчĕ пин çурă ытла çынна пурнăçпа, культурăпа çыхăннă чылай ыйтăва татса пама пулăшать. Библиотека фончĕ пĕчĕк мар. Паянхи кун кунта 14 пин ытла кĕнекепе брошюра, 500-е яхăн диск пур. Çавăн пекех кашни çулах 14 тĕрлĕ хаçат-журнал çырăнса илетпĕр. Интернетпа усă курни те вулакансен ыйтăвне туллин тивĕçтерме май парать. Тĕрлĕ темăпа илемлетнĕ фотоальбомсем те библиотека ĕçне уçса параççĕ.

Кĕçĕн Çĕрпÿел вăтам шкулĕнче вĕренекенсемпе вĕрентекенсем те ял библиотекипе тачă çыхăну тытаççĕ.

Вулавăш çуртне тĕрлĕ ăрури çынсем çÿреççĕ. Сăмахран, Елена Евграфова чылай çул фермăра дояркăра ĕçленĕ. Тивĕçлĕ канăва тухнăранпах вăл библиотекăпа çыхăну тытать. Уйрăмах чăваш халăх çыравçисен кĕнекисене «шĕкĕлчет». Нина Викторова, Зоя Тарасова, Зойăпа Владимир Козловсем те вулавăш çуртне кăмăлласах çÿреççĕ. Хирти Шăхасанта пурăнакан Анфиса Школьникова, 80 çултан иртнĕ пулсан та, кăçалхи çул 10 кĕнекепе паллашма ĕлкĕрчĕ. Çак ялта пурăнакан Розăпа Илья, Зинаидăпа Анатолий Акчуринсем чылай кĕнеке илсе вуларĕç. Таня Захарова вара (Хирти Шăхасан ялĕ) интернетпа ытларах усă курать. Вăл ял библиотекине чылай кĕнеке парнелерĕ.

Эпир çынсене хаçат-журнал, кĕнекесем вулаттарнипе кăна çырлахмастпăр. Библиотекăра тĕрлĕрен кану каçĕсем, викторинăсемпе диспутсем ирттеретпĕр. Кашни уяв тĕлне, паллă ăсчахсен юбилейĕсем ячĕпе кĕнеке выставкисем те йĕркелетпĕр. Сăмахран, 80 çул тултарнă Муза Яковлева, Роза Акчурина, Виктор Кульмаков тата Ульяна Макарова патне çитсе юбилейпе саламларăмăр, юрă-кĕвĕпе савăнтартăмăр.

Иртнĕ çул, Учитель çулталăкĕ пулнă май, тивĕçлĕ канăва тухнă вĕрентекенсене ял библиотекине чĕнсе юрă-ташăпа чысларăмăр. Кăçалхи Космонавтика çулне Хирти Шăхасан клубĕнче уявларăмăр. Эпир шăрантарнă илемлĕ юрăсем пурин кăмăлне те кайрĕç.

Çемье чăмăртаса аллăшар çул пурăнакансем ял тăрăхĕнче чылай. Акă нумаях пулмасть Александра Николаевнăпа Семен Саввович Кульмаковсене, Любовь Георгиевнăпа Федор Яковлевич Григорьевсене ылтăн туй ячĕпе саламларăмăр.

Шкул ачисемпе библиотекăра тĕрлĕрен мероприяти йĕркелетпĕр. Тĕслĕхрен, 5-мĕш класра вĕренекенсемпе «Эпĕ – чи нумай вулакан» бенефис, 11-мĕшсемпе «Юрату çĕр-шывĕнче» ятлă тематика каçĕ ирттертĕмĕр.

Библиотека ял халăхĕ чун «апачĕпе» те пуян пултăр тесе ăнтăлать. Вулавăш çурчĕ малашне те ял халăхĕшĕн иккĕмĕш кил пек пуласса шанас килет.

 

04.06.2011 "Каçал Ен" А.Волкова

Кашни çулах май уйăхĕн вĕçĕнче Славян çырулăхĕпе культурин кунĕнче пирĕн халăх вырăс православи чиркĕвĕ славянсене çутта кăларнă Мефодипе Кирилл çветтуйсене асăнать. Раççейре ку уява 1986 çулта çĕнĕрен паллă тума пуçланă. 1991 çулта вара патшалăх статусне панă.

Çак куна халалласа чăваш наци библиотекинче «Азъ, буки, веди...» курав йĕркеленĕ. Унăн пуçарăвĕпех республикăра «Православи культури: унчченхи тата хальхи» интернет-акци иртет.

Пирĕн районти тĕп библиотека ĕçченĕсем те Славян çырулăхĕпе культурин кунне çулсерен паллă тăваççĕ. Акă кăçал вĕсем «Душеполезное чтение» виртуаллă выставка йĕркелерĕç. Вулавăш çуртне килекенсем выставкăпа июнĕн 20-мĕшĕччен паллашма пултараççĕ.

 

Важно быть хорошим человеком

Л.Сулейманова

Библиотекарь

 

Поработав в библиотеке 5 лет, я твердо убеждена: библио¬текарем нельзя стать, или все же надо родиться, впрочем, как надо родиться актером, музыкантом, художником.

Как живописец Саврасов когда-то сказал своим ученикам: «Художником трудно сделаться, надо быть всегда влюбленным... В дерево, в снег, в лес... Если это дано — хорошо, если нет, что делать, душа вынута».

Так что же значит «быть библиотекарем»? В чем заключается эта деятельность, многие и не догадываются. А если спросишь об этом, чаще всего ответят одной фразой: «Выдавать книги». Оказывается так просто... Вот почему в большинстве своем люди и считают, что уж в таком месте, как библиотека, любой сможет работать. А посему искренне удивляются тому, что библиотечная профессия требует не только любви к ней и призвания, но и глубоких знаний, подготовки в специализированном учебном заведении. «А разве на библиотекаря учатся?» искренне недоумевают многие.

Люди вполне представляют себе, чем занимаются учителя, врачи, строители. Но вот когда речь заходит о библиотекарях... А между тем деятельность библиотек сегодня не ограничивается взаимоотношениями «Информация — пользователь». Оно, как известно, гораздо шире и  многостороннее.   На мой взгляд, современный библиотекарь далеко не одномерен, напротив, он своего рода универсал: и языковед, и психолог, и педагог, и литературовед. И это, заметьте, все в одном лице.

Так, составляя библиографический список, вы кропотливый исследователь, аналитик, подго¬тавливая информацию для деловых людей - вдумчивый референт; проводя массовое мероприятие - драматург, режиссер и, может быть, даже артист. А уже интеллектуалом, эрудитом библиотекарь просто обязан быть.

Напомним, что в былые времена на должность библиотекаря в России назначались ученые люди, академики. Известно, что в свое время нашими коллегами были баснописец И.А.Крылов, писательница Л.Сейфуллина, поэты А.Ахматова, И.Гете и другие. Так что своей профессией мы можем только гордиться.

И все же считаю, есть одно наиважнейшее качество, которым должен обладать библиотекарь, человеколюбие. Да, любить всех тех, кто приходит к нему, со всеми их недостатками и слабостями. Ну а если у тебя не окажется такого чувства к людям, их не обманешь простой учтивостью и холодной вежливостью.

И здесь уместно вспомнить слова Экзюпери о том, что «самая большая роскошь - это роскошь человеческого общения». Высказывание это сегодня особенно актуально. Ведь согласитесь, что в наш скоростной век нам как раз и не хватает общения. И не с компьютером, нет, друг с другом. Вот и идут в библиотеку читатели за добрым словом, советом, поддержкой, за тем, что всем им жизненно необходимо и в чем они, оказывается, так нуждаются, обращаясь к умной, доброй книге, а значит, и к нам, библиотекарям. - Именно библиотеки остаются для многих людей надежными маяками, которые несут людям добрый совет духовной и культурной жизни. Дмитрий Лихачев сказал: «Пока живы библиотеки, культура не погибнет». Эти слова, сказанные великим ученым, потрясают своей гениальной простотой.

Ведь посмотрите — столько среди наших коллег по-настоящему творческих людей! Благодаря им библиотечное мероприятие часто напоминает целое действие, где поют, танцуют, читают стихи, перевоплощаются в разные образы.

У меня свое видение нашей профессии — постоянно ищу и нахожу в ней творческое начало. При центральной библиотеке уже 1,5 года работает клуб «Гармония». Цель клуба — информационно-психологическая поддержка духовно-нравственному воспитанию молодежи.

В результате нашей работы формируются личностные качества подростков, происходит развитие способностей и интересов, нравственное обновление. В беседах молодые люди учатся понимать свои поступки, повышать ответственность за свои проступки.

С 2011 года библиотека работает по программе «Путеводитель в мир профессий». Цель этой программы — квалифицированная помощь учащимся в выборе профессии. Особое внимание хотим уделить профессии библиотекаря.

Пусть одни при слове «библиотекарь» снисходительно улыбнутся, а другие подчеркнут, что работа по этой специальности сейчас крайне не престижна. Что ж, у каждого, по-видимому, своя иерархия ценностей, и ничего тут не поделаешь. Я уверена, никто не может отрицать того, что библиотекарь держит ключи от мудрости, ведь он -. собиратель, хранитель и проводник человеческой мысли.


Çĕнĕ кĕнекесем. Вулавăша çитсе паллашăр!

22.01.2014 "Каçал Ен" А.Волкова

Çак кунсенче районти тĕп библиотека çĕнĕ кĕнекесемпе пуянланчĕ. Вĕсенчен пĕри вăл-«Чăваш литературин анталогийĕ. Поэзи». Асăннă кĕнекене  чăвашсен сăнарлă сăмахлăхĕ пуçланса кайнă ĕмĕрсенчен тытăнса (чул палăк çырăвĕсем, паллă маар сăвăçсем) хальхи вăхăтра ят илнĕ авторсем çырнă чи паха хайлавсене кĕртме тăрăшнă.

«Чăваш салтакĕ: Халăх сăмахлăхĕ.Патмарсен пуххинче»(7-мĕш том).Çак кĕнеке-пĕтĕм чăваш арçыннисем çинчен. Салтак пурнăçĕ нимĕнпе те çĕр-шывра та çăмăл пулман, пулма та пултараймасть, мĕншĕн тесен унăн кашни кун тĕрлĕ йывăрлăхсемпе тĕл пулма тивет.

 Патмар Э.И., Патмар И.А. «Хĕрарăм: Халăх сăмахлăхĕ Патмарсен пуххинче» (8-мĕш том). Ку кĕнекене хĕрарăмсене халалланă. Авторсен тĕп тĕллевĕ- хĕрарăмăн тасалăхне, чуне кăтартса парасси.

 «Главное о наркотиках» вырăсла кĕнеке.Авторĕ Л.Г.Кругляк. Çак  кĕнеке тискерлĕх серепине лекнисен çывăх çыннисене пулăшу кÿрĕ. Автор «шурă вилĕмрен» мĕнпе хăтăлмалли çинчен те çутатса панă.

 «История этнографии чувашского народа». Авторĕ- В.П. Иванов. Çак кĕнекере вулакансем чăваш халăхĕ 21-мĕш ĕмĕрччен пурăннă вăхăтрисемпе вуласа паллашма пултараççĕ.


Паллă куна халалласа – выставка

25.01.2014 "Каçал Ен" А.Волкова

Январĕн 22-мĕшĕнчен районти тĕп библиотекăра «Çулăм ункинче» кĕнекесен тата иллюстрацисен выставки ĕçлеме пуçланă. Ăна библиотека ĕçченĕсем Ленинград блокадине сирсе янăранпа 70 çул çитнине халалланă.

  Кунта килекенсем А.Чаковскин «Блокада», Д.Павловăн «Ленинград — блокадăра», Л.Маграчевăн «Блокадăран — репортаж», Л.Зубковăн «Ленинград — манăн паттăр хулам» тата ытти кĕнекесемпе паллашма пултараççĕ. Çавăн пекех выставкăра монографипе дневниксем, аса илÿсем, историпе художество литератури пур. Вĕсенче авторсем совет халăхĕн 900 кунри тата каçри паттăрлăхне çутатса панă.

    Выставка февралĕн 1-мĕшĕччен ĕçлет.


Вулакансем лайăххисене палăртаççĕ

01.02.2014 "Каçал Ен" А.Волкова

Кашни çулах пирĕн республикăра Наци библиотеки çулталăк кĕнекисене палăртма «Литературăллă Чăваш Ен» конкурс ирттерет.

Акă, кăçалхи кăрлачăн 17-мĕшĕнчен 2012 çулта тухнă кĕнекесен конкурсĕ пуçланчĕ. Вăл ака уйăхĕн 5-мĕшĕччен пырать. Унăн тĕллевĕ — çынсене кĕнекепе çывăхрах туслаштарасси, вулани культурăлăхăн чи кирлĕ пайĕ пулса тăнине палăртасси тата ытти те.

Конкурса хутшăннă кĕнекесенчен чи нумай вулаканнине тупса палăртма çынсен сĕнĕвĕсене шута илеççĕ.

Çапла вара «Чăваш кĕнеки» номинацире проза жанрĕпе çырнă чи лайăх вуланакан кĕнекене палăртаççĕ. «Ача-пăча тĕнчи» номинацире вара — чи лайăх вуланакан ача-пăча кĕнекине.

«Книжная столица» номинацире акци-конкурс ирттерес тĕлĕшпе чи лайăх мероприяти йĕркеленĕ район палăрĕ.

«Лидер чтения» номинацире чи лайăх вулакана виçĕ ÿсĕмпе — 7—14, 15—22, 22 çултан аслăраххисем — палăртĕç.

«Лучший буктрейлер» номинацире çĕнтерÿçĕ ята кĕнекесем тăрăх чи лайăх видеоролик-миниатюра хатĕрлекен тивĕçĕ.

Районти библиотекăсенче тăрăшакансем конкурсра çĕнтернĕ кĕнекесемпе выставкăсем йĕркелĕç, диспутсем ирттерĕç. Çавăн пекех кĕнеке авторĕсемпе те тĕл пулĕç.

«Литературăллă Чăваш Ен» конкурса хутшăнакан кĕнекесем хушшинче пирĕн ентешĕн Г.А. Уткинăн «Тĕнче тĕрлĕ» (статьясем, очерксем, тĕрленчĕксем) кĕнеки, С.Д.Гордееван шкул çулчченхи ачасем валли çырнă «Хаваслă карусель», Улькка Эльменĕн «Упраймарăм сана» романĕ, А.Ф.Юманăн «Пурнăç кукрашкисем» калавĕсем, аса илĕвĕсем, повеçĕсем тата ытти кĕнекесем пур.

Хисеплĕ вулакансем! Эсир конкурса хутшăннă чи лайăх кĕнекесене палăртасса шанатпăр. Хăвăрăн шухăш-кăмăлăра районти тата ялсенчи библиотекăсем урлă пĕлтерме пултаратăр.

2012 çулта кун çути курнă кĕнекесем республикăри библиотекăсенче те пур.

Конкурса пĕтĕмлетнĕ чухне вулакан миçе кĕнеке вуласа тухни çине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ.


Акцие хутшăнса

05.02.2014 "Каçал Ен" А.Волкова

Февралĕн 7-мĕшĕнче Сочи хулинчи хĕллехи XXII Олимп вăййисем старт илеççĕ. Çак пысăк мероприяти Раççейре пурăнакан кашни çыншăн пĕлтерĕшлĕ.

Олимп вăййисен ячĕпе нумай мероприяти йĕркелеççĕ. Акă, Пĕтĕм Раççейри библиотекăсем ирттерекен «Жаркие. Зимние. Твои» акцие те кашниех хаваспа хутшăнать. Районти тĕп библиотека ĕçченĕсем те акци вăхăтĕнче Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн 7-мĕш класĕнче пĕлÿ пухакан ачасемпе тĕл пулчĕç. «Путешествие в страну Олимпию» интеллектуаллă вăййа та вĕренекенсем хаваспах хутшăнчĕç. Олимп вăййисен йăли-йĕркипе, талисмансемпе — Леопардпа, Мулкачпа, Шурă упапа — кăсăкланса паллашрĕç. Хастар та мал ĕмĕтлĕ Мулкач талисмана Чăваш Ен пики Сильвия Петрова ăсталанă.

Вĕренекенсем «Олимпиада: Афинăран Сочи таран» кĕнекесен выставкипе те паллашрĕç.


Библиотекăна кĕнеке парнелер
15.02.2014 "Каçал Ен"  Е.Савельева

Культура çулталăкĕнче районти тĕп библиотека «Библиотекăна кĕнеке парнеле» акци йĕркелет. Вăл 2014 çулхи февралĕн 7-мĕшĕнчен майăн 31-мĕшĕччен пырĕ.

Парнелекен кĕнекен çĕнĕ е тирпейлĕ пулмалла. Акци ачасем, çамрăксем тата аслисем валли библиотека фондне пуянлатас тĕллевпе иртет. Пĕр кĕнеке пани те пĕлтерĕшлĕ, ăна та хаваспах йышăнăпăр.

Акцие тĕрлĕ организацисем, уйрăм предпринимательсем, преподавательсемпе студентсем, шкул ачисемпе тĕрлĕ ÿсĕмри çынсем хутшăнма пултараççĕ. Эсир хастар пуласса шанатпăр. Сире районти тĕп библиотекăн комплектовани уйрăмĕнче кĕтетпĕр. Кĕнеке парнелекенсен ячĕсем Хисеп кĕнекине кĕрĕç, уйрăмах хастаррисене Тав хучĕсемпе чыслăпăр.


Ача-пăча библиотекинче — «Хаваслă карусель»

19.02.2014 "Каçал Ен" В.Мартынова

«Литературăллă Чăваш Ен: чи вуланакан кĕнеке» конкурса хутшăнса Комсомольскинчи ача-пăча библиотекинче кĕçĕн çулхи ачасемпе Светлана Гордеева çырнă «Хаваслă карусель» кĕнеке тăрăх çул çÿрев ирттертĕмĕр.

Ачасем библиотекарьсем ятарласа туса хатĕрленĕ карусель çине ларса тухсан, вĕсене С.Гордеева ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштартăмăр. Ун хыççăн ачасем «Хаваслă карусельти» сăвăсене тăрăшса, хавхаланса вуларĕç. Çав кĕнекеренех «Кам» тата «Кивĕ пушмак» сăввисемпе инсценировка лартрĕç. Ачасем авторăн ытти кĕнекисемпе те паллашрĕç.

Поэт хăйĕн сăввисенче ачасене хăюллă, хастар пулма, аслисене, ашшĕ-амăшне хисеплеме вĕрентет. Ахаль мар ĕнтĕ вăл Санкт-Петербургра пĕтĕм Раççейри «Пегасик — 2011» конкурсра пĕрремĕш вырăна çĕнсе илнĕ.

Ачасем мероприяти хыççăн вулама кĕнекесем илчĕç, библиотекăна татах килме шантарчĕç.


Салтаксене асра тытса

22.02.2014 "Каçал Ен" А.Волкова

Февралĕн 15-мĕшĕнче Совет çарĕсене Афганистанран кăларнăранпа 25 çул çитрĕ. Шăпах çак кун вăрçă пĕтнĕ. Çак хаяр çапăçусене 500 пин ытла салтак хутшăннă, 15 пинĕшĕ вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Вĕсен паттăрлăхне асра тытса, сума суса кашни çулах районта чылай мероприяти йĕркелетпĕр. Акă, иртнĕ эрнере районти тĕп библиотекăра «Чун ыратăвĕ — Афганистан» паттăрлăх сехечĕ иртрĕ. Унта ЧР Комсомольски тата Елчĕк районĕсен çар комиссариачĕн начальникĕ Сергей Данилов, Афганистан ветеранĕсен союзĕн районти уйрăмĕн председателĕ Виктор Гаврилов тата ыттисем те хутшăнчĕç. Хăнасем Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче пĕлÿ пухакан 8-мĕшсене хаяр çапăçусем пирки каласа пачĕç, иртнине аса илчĕç. Вĕренекенсем «Солдаты необъявленной войны» презентаципе те паллашрĕç. В.Боровкова, Р.Сереброва, Е.Хораськина библиотекарьсем паттăр ентешсен ячĕсене асăнмасăр хăвармарĕç. Игорь Титов, Фазых Тазетдинов, Владимир Крылов, Сергей Шмелев, Виктор Тумаков тăван ене таврăнайман.

Алексей Белков, Иван Мамуткин, Виктор Гаврилов юрăсем шăрантарчĕç. Пухăннă хăнасем ачасене мирлĕ пурнăçпа пурăнма, яланах патриот пулма чĕнсе каларĕç. Библиотекăна вара асăнмалăх кĕнекесем парнелерĕç.


31.07.17 

28.07.17 

20.07.17 

20.07.17 

14.07.17 

14.07.17 

08.07.17 

07.07.17 

07.07.17 

Главная · Детская библиотека · Контактные данные                                                               Комсомольское 2013


     
                                                                                                                  

ВебСтолица.РУ: создай свой бесплатный сайт!  | Пожаловаться  
Движок: Amiro CMS