домой       [Гостевая книга]   [Регистрация]   [Карта моего сайта]  

МБУК "Централизованная библиотечная система"

 Комсомольского района чувашской республики

                                                                        

 


    
     

Мария Каçалсем

         КАÇАЛ ЕН

Сан çинчен сăмах пуçартăм

Тăван вырăн – Каçал ен.

Çитмěл пиллěк эс тултартăн,

Тěреклентěн çулсерен.

 

Кěтнерен вайне-ши ăснă,

Вăрттăнлăх, тен, туслăхра?

Пит хастар, ěçчен те ăслă

Этемсем çак тăрăхра.

 

Пěр тăван пек пурăнаççě

Тěрлě халăх çыннисем,

Туслăха тытса пыраççě

Тутар, вырăс, чăвашсем.

 

Малашне те çирěп пултăр

Туслăх никěсě кунта.

Ыр йăла-йěркепе тултăр

Пирěн савнă районта.

 

Ку енче ÿссе çын пулнă

Поэтсем, çыравçăсем,

Сахал мар сулмаклă, сумлă

Романсем, новеллăсем.

 

Çепěç юрă кěвěленě,

Сăвă, повесть, хайлавсем,

Кěтнене пайтах тěпченě

Аслă, ăслă ăсчахсем.

 

Агивер, Денис Гордеев,

Шемекеев та Туркай            ,

Таллеров, Максимов Гена,

Чаржов Гурий, Ытарай.

 

Манăçми Куçма Турхан та

Уткин, Николай Патман.

Аслă несěлсем хăварнă

Тупрана эпир манман.

 

Чăвашсен «Хыпар» хаçачěн

Ертÿçи çак тăрăхран.

Ентешсен хисеплě ячě

Вăл упранě халăхра.

 

Милли, Кашкăр Микулайě,

Уçă саслă Эмине,

Хаклă мул пек пухаканě

Чăвашсен сăмахлăхне.

Тěнчипех паян пěлеççě

Уяв фольклор ушкăнне.

Юратаççě, хисеплеççě

Пуçарса яраканне.

 

Мухтанас килет мăнаçлăн

Ентешпе – Кзловăпа,

Ặнăçу, телей сунасшăн

Ặна хамăн сăвăпа.

 

Халăха савăнтараççě

Пěртăван Малинасем,

Ặшпилпе кěтсе тăраççě

Вěсене Каçал енсем.

 

Тěл пулма пире хаваслă

Света Печниковăпа,

Çепěç те илемлě саслă

Пултаруллă юрăçпа.

 

Татах пур-ха мухтанмалăх

Каçал ен таланчěсем.

Байков, Кокшин, Ксенофонтов

Çак район ÿнерçисем.

 

Яланах асра тытатпăр

Вăрçă паттăрěсене.

Пуç тайса сума сăватпăр,

Манас çук ячěсене.

 

Геройсем – Иван Кабалин,

Антонов, Чернов, Чернов,

Тата тепри Габайдуллин,

Мухтав ěмěр-ěмěрех!

 

Ěç геройěсем те пирěн

Чапа тухнă районта.

Вěсенчен пěри Акчурин,

Вăл Хирти Шăхасантан.

 

Тепри Николай Миронов,

Пулнă харсăр фронтовик.

Сахал мар ěçре вăй хунă,

Çавăнпа – передовик.

 

Санăн çыннусем районăм –

Икě вице-адмирал,

Разумов – Аслă Çěрпÿ вăл,

Ильин – Шурут-Нурăсран.

 

 

 

Иксěлмест Кěтне хăвачě,

Çăлкуç пек тапсах тăрать.

Каçалсен хисеплě ячě

Вăл ламран-лама пырать.

 

Пурнăçа мала ярасшăн,

Хěрхенмеç вăйне-халне.

Талпăнсах туртса пыраççě

Пуçлăхсем район «лавне».

 

Каçалта ěçлет пит паллă

«Кооператор» комбинат.

Унăн ěçě пархатарлă,

Хатěрлеççě лимонад.

 

Сиплě шыв та кăлараççě,

Тата кăпăклă сăра.

Комсомольски лимоначě

Килěшет пурсăмăра.

 

Тутлă çăкăр пěçереççě,

Кăпăшка кулачă та.

Тутанса прăхма сěнеççě

Сумлă, техěмлě шăрттан.

 

Çěр ěçне сума сăваççě,

Ÿркенмесěр çулсерен.

Тăрăшсах ака тăваççě

Каçалсем мěн ěлěкрен.

 

Тěрлě-тěрлě пачаçимěç

Ÿстереççě çěр çинче.

Каçал енěн çěр улмийě

Чапа тухрě тěнчипе.

 

Тăван ен, çуралнă вырăн

Кашнинех пиллет телей.

Каçал енěм, сывă пурăн,

Санăн сумлă юбилей.



КАÇАЛ ЕНĚМ

 

Сан çинчен сăмах пуçартăм

Тăван вырăн – Каçал ен.

Çитмěл пиллěк эс тултартăн,

Тěреклентěн çулсерен

 

Хушса юрламалли:

 

                 Тăван ен, çуралнă вырăн

                 Кашнинех пиллет телей.

                 Каçал енěм, сывă пурăн,

                 Санăн сумлă юбилей.

 

Кěтнерен вăйне-ши ăснă,

Вăрттăнлăх, тен, туслăхра?

Питхастар, ěçчен те ăслă

Этемсем çак тăрăхра.

 

Пěр тăван пек пурăнаççě

Тěрлě халăх çыннисем.

Туслăха тытыса пыраççě

Тутар, вырăс, чăвашсем.

 

Малашне те çирěп пултăр,

Туслăх никěсě кунта.

Ыр йăла-йěркепе тултăр

Пирěн савнă районта.

 

Иксěлмест Кěтне хăвачě,

Çăлкуç пек тамсах тăрать.

Каçалсен хисеплě ячě

Вăл ламран-лама пырать.

 

07.06.17 

07.06.17 

07.06.17 

07.06.17 

07.06.17 

07.06.17 

06.06.17 

06.06.17 

06.06.17 

Главная                                                               Комсомольское 2013


     
                                                                                                                  

ВебСтолица.РУ: создай свой бесплатный сайт!  | Пожаловаться  
Движок: Amiro CMS