домой       [Гостевая книга]   [Регистрация]   [Карта моего сайта]  

МБУК "Централизованная библиотечная система"

 Комсомольского района чувашской республики

                                                                        

 


    
     

Козлова М.

  Пурăн, Каçал ен

 

Каçал Ен, таван ен

Эс ÿсетěн куллен-кун.

Кěтне шывě хěрринче

Мăнаçланса, васкаса.

 

Тăван тăрăх, тăван кěтес

Куç тулли илем.

Хăв патна эс чěнен,

Хăв патна эс туртан.

 

Кÿлěсем, çырмасем, çарансем,

Вăрмансем те уй-хирсем,

Епле илемлě санăн

Тăван енěм Каçал ен.

 

Манн юратнă ялăм,

Пěчěк Юнтапа,

Район пěр кěтесěнче

Ларнă вырнаçса.

 

Районта мěн чухлě

Пирěн ял пек ял(сем),

Сана вěсем пулăшнă,

Пулăшěç татах.

 

Район чысě, чапě

Çěкленет кашни кун.

Чăваш республикин ятне

Хěретмě вăл нихçан.

 

Çитмěл пилěк çул вăл

Саншăн сахал мар.

Терт-нушине курнă,

Савăнăçне те кур.

 

Колхоз, район тунă вăхăт

Килнě питě йывăр.

Мěн чул харсăр çын

Пуçне хунă саншăн.

 

Çутă ěмěт çитнě.

Район чăмăртаннă.

Тěрлě-тěрлě заводсем

Эсě хута янă.

 

 

 

 

 

 

Çак ырлăхпа киленсе

Пурăн, пурăн, пурăн…

Анчах, таçта анăçран,

Гитлер пуç çěкленě

 

Вăрçă…

Юнлă варçă пуçлансан

Каçал енěн ачисем:

Хěрěсем те каччисем

Вăрçа тухса кайнă.

 

Хаяр пулнă çапăçу.

Вăрçă тăватă çула пынă.

Çакă вăрçă хирěнчен

Сахалăн таврăннă.

 

Вăрçă салтакěсене

Чыс, хисеп туса

Ялсенче те, салара та

Палăксем хăпартнă.

 

Каçал сали варринче

Геройсене асăнса,

Ěмěр асра тытмашкăн

Аллея туса хунă.

 

Шăкăл-шăкăл калаçса,

Кунěн-çěрěн ěçлесе,

Кунран-кунах йыш хушса

Ÿсрě Каçал енěм.

 

Сикрě-тухрě ак татах

Сан пуçу çине инкек.

Афганистана пулăшма

Салтаксем сан ямалла.

 

Маттур,хастар ывăлусем

Сан унта та çитрěç.

Ятна, чысна ÿкермерěç

Эсě уншăн савăн.

 

Районти пилěк ялтан

Пилěк патвар ывăл

Таврăнчě цинк тупăкпа

Мěнле пысăк хуйăх.

 

 

 

 

 

 

Çапла пулчě-тěр шăпу

Санăн, Каçал енěм.

Ирттěр санăн хуйăху

Килтěр савăк пурнăç.

 

Тăрăшрăн, вăй илтěн,

Тěреклентěн, ура çине тăтăн

Керменсем çěклерěн,

Çуртусем те капăр.

 

Саларан кашни яла(х)

Çÿрет халь автобус.

Кěсъере укçа пулсан

Пур çěре те çитěн.

 

Чирлě çынна сыватма

Сыватмăшсем уçрăн,

Сывлăха çирěплетме

Стадионсем турăн.

 

Ặслă-пуçлă çын пулма,

Ачаранах вěренме

Кашни ялта(х) шкул çурчě

Эсě туса лартрăн.

 

Район хыпарне пěлтерме

Редакции те пур санан.

Район халăхне хÿтěлеме

Полиции йěркелерěн.

 

Эпě хамăр районпа

Питě-пит кăмăллă.

Ÿс те ÿс, эс, Каçал ен,

Пуçна çěкле – ан ус!

 

Ěмěтÿсем пурнăçланччăр,

Кăмăлу ан юлтăр,

Умри тěллевÿ те сан

Пурнăçланса пытăр.

 

Пурăн эсě, Каçал ен

Тинех телей тупрăн.

Ěмěр пурăн çěр çинче

Çулу такăр пултăр.

 

 

 

 

 

 

 

    Ялăм – Юнтапа

 

Юнтапа – манăн ял,

Сăрт çинче вырнаçнă.

Урамěсем тÿп-тÿрě,

Виçě урам ялăн.

 

Шăхаль кас, Вăта кас,

Мишер кас та унăн.

Купăста йăранě пек

Çуртсем ларса тухнă.

 

Ялăн пěр енче ак кÿлě,

Тепěр енěнче уй-хир.

Виççěмěш енче вара,

Тутар ялě вырнаçнă.

 

Ялăн тăваттăмěш енче

Сад ěрчетнě халăх.

Тутлă улма-çырлапа

Савăнтартăр тенě

 

 

Пултăр савăк пурнăç

 

Тăван тăрăхра,

Каçал салинче

Пурăнаççě тăвансем:

Пиччепе инке.

Тата вěсен ачисем.

Тунсăх пуссан

Курса калаçма,

Килти машинăпа

Çемьепе пěрле

Тухса килетпěр

Каçал салине.

Сала халě пысăк,

Çурчěсем çÿллě те чаплă.

Капмар керменсем

Илěртеççě куçа.

Салара пурăнать

Тěрлě халăх,

Çапах та кунта ытларах

Калаççě чавашла.

Ырă пурнăç, савăк кăмăл

Пултăр санăн пурнăçра.

Ан ÿркен эс Каçал енěм

Ялан пул эс шыравра –

Тесе сана калатăп

Килмессерен тăван патне. 

31.07.17 

28.07.17 

20.07.17 

20.07.17 

14.07.17 

14.07.17 

08.07.17 

07.07.17 

07.07.17 

Главная · Детская библиотека · Контактные данные                                                               Комсомольское 2013


     
                                                                                                                  

ВебСтолица.РУ: создай свой бесплатный сайт!  | Пожаловаться  
Движок: Amiro CMS