домой       [Гостевая книга]   [Регистрация]   [Карта моего сайта]  

МБУК "Централизованная библиотечная система"

 Комсомольского района чувашской республики

                                                                        

 


    
     

Ефремова Т.А. с.Чурачики

Каçал ен, Тăван ен

 

Каçал ен, Тăван ен Каçал ен

Кĕтне тăрăх шап-шурă садсем

Каçал ен, Тăван ен Каçал ен

Тĕрлĕ халăхăн пурнăç тĕвви

 

Каçал ен, Тăван ен Каçал ен

Туслă халăхăн пурнăç юрри

Кĕтне тăрăх янрать инçете

Каçал ен, Тăван ен, Каçал ен

 

Пит хитре Каçал ен хирĕсем

Ешĕл уçăм тухсан çуркунне

Хамăр лартнă шап-шур хурăнсем

Пурçăн тумлăн тухаç куç умне

 

Пит хитре Каçал ен çурчĕсем

Çут веранда çуртсен çумĕнче

Чĕнтĕрлĕ кăвак кантăкĕсем

Тăрă куçлă чечек сăнĕ пек.

 

Пит хитре Каçал ен каччисем

Çитěнсе салтак ячĕ тухсан

Кĕркунне салтакран килнисем

Ялĕпех çĕнĕлле туй тусан

 

Çĕнĕ пурнăç садне чĕртнĕ чух

Паттăрла пуç хунă çынсем

Шурă хурăн кати варринче

Кампар палăк çинче ячĕсем

 

Каçал ен, Тăван ен, Каçал ен

Сывă-и, чапа тухнă хастар ĕçченсем

Урамри чул çуртсем çĕнěлле – йěркипе

Бухтăри карапсем пек лараççĕ чипер

 

Каçал ен, Тăван ен, Каçал ен

Туслă халăхăн пурнăç юрри

Кĕтне тăрăх янрать инçете

Каçал ен, Тăван ен, Каçал ен

 

 

Ефремова Таисия Алексеевна

01.04.1949 г.р.

ЧР, Комсомольский район, с. Чурачики, ул. Ленина, д.№200

Тел. 37-2-42

07.06.17 

07.06.17 

07.06.17 

07.06.17 

07.06.17 

07.06.17 

06.06.17 

06.06.17 

06.06.17 

Главная                                                               Комсомольское 2013


     
                                                                                                                  

ВебСтолица.РУ: создай свой бесплатный сайт!  | Пожаловаться  
Движок: Amiro CMS