домой       [Гостевая книга]   [Регистрация]   [Карта моего сайта]  

МБУК "Централизованная библиотечная система"

 Комсомольского района чувашской республики

                                                                        

 


    
     

Алексеев А.К. с. Шерауты

Район  юбилейне  – 75 çулне

 

Ман халăх хăюллăн вăраннă

Пулас пурнăçа ăнланса.

Кашни хăйне май хăпартланнă

Утмашкăн мала ăнтăлса.

 

Çулсем чылаях акă шурĕç

Иртсессĕн чаппан хумĕсем.

Çапах та асран тухаймарĕç

Ун чух паттăрла вилинисем.

 

Район ятĕнче упранаççĕ

Маттур комсомол ачисем,

Нихçан та асран тухаймаççĕ

Чыслаççĕ вĕсе ентешсем.

 

Çĕн пурнăç тума ĕмĕтленнĕ

Ватти, çамрăкки ун чухне,

Чунпа, чĕрепе пит ĕненнĕ

Кĕтсе анлă пурнăç кунне.

 

Шăваççĕ çулсем сисĕнмесĕр,

Юлать хыçалта ĕлĕкхи.

Çĕнни вăй илет-çке атьсемĕр

Утать малалла вăй питти.

 

Мĕн тăвăн, тен пурнăç çапла-тăр,

Пыратпăр ялан çĕнелсе.

Тăванăм, çершывăм вăй патăр

Утмашкăн мала вăй илсе.

 

Тавралăх куллен капăрлантăр,

Çĕнелччĕр тăван ялĕсем.

Ӱсен çамрăксем пулăр паттăр,

Сыхланччăр кăвак тӱпесем.

 

Куллен сар хĕвелĕ илемлĕн

Çутаттăр тăван таврана,

Ĕспе чапа тухнă ентешĕн

Сăлтавĕ халь пур савăнма.

 

Çынсем тăрăшуллă ĕçлеççĕ,

Ӱсеççĕ капмар çурчĕсем,

Çулсем майĕпен çĕнелеççĕ

Татах та нумай ĕçĕсем.

 

Куратăп, çĕрне сухалаççĕ,

Мăнаçлă та вăйлă утсем.

Уйра тинĕс пек хумханаççĕ,

Ᾰнса пулнă сап-сар тыррисем.

 

Туятăп, чăнах илĕртет-тĕр

Таçтан курăнан çут кермен.

Яшсем, е ытти хăнасемсĕр

Пачах вăл тăмасть кунсерен.

 

Каçал тăрăхне асăнаççĕ

Кунти маттурсен ĕçĕпе.

Пуласлăх, пуянлăх сунаççĕ

Чунпа, сывлăхпа, илемпе.

 

Чăвашĕ, тутар, вырăссем-и,

Мордва е ытти халăхсем,

Ӱссе вăй илен çемьесем-и,

Пит çывăх юлташ-тăвансем.

 

Çĕршыв хумĕнчен эс юлмастăн,

Сывлатăн, утатăн патвар.

Ĕçре, канура аптрамастăн,

Ялан сан чĕрӱ шĕл кăвар.

 

Часах юбилей те ак çитĕ,

Пĕрле, ушкăнпа тăрăшар.

Малта пулнине халь мĕн çиттĕр

Юлташăм, часрах ална пар.

 

Паян çак сулмаклă ĕçсемшĕн

Çӱлти паттăрсе тав тăвар.

Ирпе çĕнĕ кунĕ  килсессĕн

Вĕсе ырăпа асăнар.

31.07.17 

28.07.17 

20.07.17 

20.07.17 

14.07.17 

14.07.17 

08.07.17 

07.07.17 

07.07.17 

Главная · Детская библиотека · Контактные данные                                                               Комсомольское 2013


     
                                                                                                                  

ВебСтолица.РУ: создай свой бесплатный сайт!  | Пожаловаться  
Движок: Amiro CMS